Туслӑх — Тӑшманлӑх

 

7666Икӗ юлташ ушкӑн тӑшманран та вӑйлӑрах тенӗ.Туслӑх — Тӑшманлӑх
7667Пӗлӗш инкекре пӗлӗнет.Туслӑх — Тӑшманлӑх
7668Пӗр тӑшман пуличчен ҫӗр тус пултӑр.Туслӑх — Тӑшманлӑх
7669Пӗр тус ҫӗр пуҫран хаклӑрах.Туслӑх — Тӑшманлӑх
7670Пуслӑх хуҫӑлсан ҫӗнӗ тӑвӑн, туслӑх татӑлсан мӗн тӑвӑн?Туслӑх — Тӑшманлӑх
7671Суккӑр куракана юлташ мар.Туслӑх — Тӑшманлӑх
7672Ҫӗлӗк илнипе анчах паллашни ӗмӗре пымасть.Туслӑх — Тӑшманлӑх
7673Ҫӗнӗ тусна ту, киввине ан ман.Туслӑх — Тӑшманлӑх
7674Ҫӗр сум укҫа пуличчен ҫӗр тус пултӑр теҫҫӗ.Туслӑх — Тӑшманлӑх
7675Ҫӗр ҫинче пурӑнма ҫӗр тус та сахал, пӗр тӑшман та ытлашши.Туслӑх — Тӑшманлӑх
7676Ҫӗр тӗнче укҫи ан пултӑр, ҫӗр тус пултӑр.Туслӑх — Тӑшманлӑх
7677Ҫурма ҫын та ҫул ҫинче юлташ.Туслӑх — Тӑшманлӑх
7678Ҫывӑх туса пӑрахсан инҫетри те сивӗнет.Туслӑх — Тӑшманлӑх
7679Ҫывӑх юлташ тӑванран мала.Туслӑх — Тӑшманлӑх
7680Тӑшман пуҫа ҫиет, тус чуна илет.Туслӑх — Тӑшманлӑх
7681Тӑшман пуҫне тӑшман ҫитӗр.Туслӑх — Тӑшманлӑх
7682Тӑшман юнӗ хура юн теҫҫӗ.Туслӑх — Тӑшманлӑх
7683Тӑшмана ӑна хӑйӗн урапи ҫине лартса ӑсатас пулать.Туслӑх — Тӑшманлӑх
7684Тӑшмана сӑхайман ҫӗлен хӑйне хӑй сӑхать теҫҫӗ.Туслӑх — Тӑшманлӑх
7685Тӑшмана уру ҫине ан пустар.Туслӑх — Тӑшманлӑх
7686Тос котне йос.Туслӑх — Тӑшманлӑх
7687Тос токмак тыттарать.Туслӑх — Тӑшманлӑх
7688Тупа ту хирӗҫ пулмаҫҫӗ, ҫынпа ҫын хирӗҫ пулаҫҫӗ.Туслӑх — Тӑшманлӑх
7689Тус пулсан тӑшман та пур.Туслӑх — Тӑшманлӑх
7690Тус ҫыннуна мулпа ан улӑштар.Туслӑх — Тӑшманлӑх
7691Тус та тепӗр чух юс пулать.Туслӑх — Тӑшманлӑх
7693Туслӑ пурӑнсан яла пӗр пӗрчӗ шӑрпӑк ҫитет.Туслӑх — Тӑшманлӑх
7694Туслӑ тус тепӗр тӑванран аванрах.Туслӑх — Тӑшманлӑх
7695Туслӑх ӗҫре палӑрать.Туслӑх — Тӑшманлӑх
7696Туссене пӗр тупӑкра та тӑвӑр мар теҫҫӗ.Туслӑх — Тӑшманлӑх
7697Тусу ҫук пулсан тупма тӑрӑш, тупсан упрама тӑрӑш.Туслӑх — Тӑшманлӑх
7692Тӳс, хӑйматлӑх нумай пултӑр, тӑшман сахал пултӑр.Туслӑх — Тӑшманлӑх
7698Фронтри туслӑха хӗҫ витмен.Туслӑх — Тӑшманлӑх
7699Хӑравҫӑ юлташ тӑшманран хӑрушӑ.Туслӑх — Тӑшманлӑх
7700Чун тус чуна илет тет.Туслӑх — Тӑшманлӑх
7701Шанчӑклӑ тус вӑл пурнӑҫ сиплӗхӗ.Туслӑх — Тӑшманлӑх
7702Шанчӑклӑ тусӑн хакӗ ҫук.Туслӑх — Тӑшманлӑх
7703Ырӑ юлташ пуянтан паха.Туслӑх — Тӑшманлӑх
7704Юлташ пуҫа ҫӑлнӑ.Туслӑх — Тӑшманлӑх
7705Юлташ ҫук пулсан шыра, тупсан астуса упра.Туслӑх — Тӑшманлӑх
7706Юлташ тени хӑвӑнтан маттур пултӑр.Туслӑх — Тӑшманлӑх
7707Юлташ хӑвӑнтан хитре пултӑр теҫҫӗ.Туслӑх — Тӑшманлӑх
7708Юлташна ан пӑрах, юлмӑн хӑрах.Туслӑх — Тӑшманлӑх
7709Юлташпа ҫул кӗскелет.Туслӑх — Тӑшманлӑх
7710Юлташпа юлташла, тӑшманпа тӑшманла пулма хушнӑ.Туслӑх — Тӑшманлӑх
7711Юлташран уйрӑлсан пӗр ҫул йӗрӗн, кил-йышран уйрӑлсан вун ҫул йӗрӗн, ял-йышран уйрӑлсан ӗмӗр йӗрӗн.Туслӑх — Тӑшманлӑх
7712Юлташран юлни — юлташсӑр юлни.Туслӑх — Тӑшманлӑх
7713Юлташсӑр ҫын тымарсӑр йывӑҫ пек.Туслӑх — Тӑшманлӑх
7714Юлташу пулмасан юпапа та пулин канашла.Туслӑх — Тӑшманлӑх
7715Юлташу хӑвӑнтан лайӑх пултӑр.Туслӑх — Тӑшманлӑх